Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче вĕренекенсем уроксем хыççăн киле кайма васкамарĕç. Вĕсем паян хăйсем вĕренекен территорине тирпей-илем кĕртес тесе шутларĕç. Ирĕлнĕ юр айĕнчен тухнă тĕрлĕ çÿп-çапа хĕр ачасем миххе тултарчĕç. Ар çын ачасем ирĕлме ĕлкĕреймен юр куписене салатрĕç.
Тăван тавралăх, тăван шкул таса та тирпейлĕ пулни вĕсене питĕ килĕшрĕ.
Ачасем хăйсем тунă ĕçпе питĕ кăмăллă юлчĕç.