Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен черетлĕ занятийĕ

Кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнче Хапăсри вăтам шкулта Хапăс тĕммине кĕрекен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен черетлĕ занятийĕ иртрĕ. Пăртас шкулĕнче вĕрентекен Анисимова Лариса Назаровна 6 класра «Хисеп ячĕсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетесси» темăпа уçă урок ирттерчĕ. Лариса Назаровна урока тĕплĕ хатĕрленнĕ, ачасене ушкăнпа ĕçлеттерсе тĕрлĕ ĕç туса ирттерчĕ. Ачасем урокра хастар, тăрăшуллă ĕçлерĕç, хăйсен пĕлĕвне кăтартрĕç.

Вĕрентекенсем унăн урокне пăхса тухса тишкерчĕç, «лайăх» паллăпа хаклас тесе йышăнчĕç.

Методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Семенова Ирина Геннадьевна плана кĕртнĕ ыйтусемпе паллаштарчĕ, вĕсене сÿтсе яврĕç.

Методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ занятийĕ питĕ тухăçлă иртрĕ, вĕрентекенсем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашрĕç, хăйсене кирлĕ материал, çĕнĕлĕх илчĕç.