Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе,
Эс чи пахи, эс –чун уççи.
Тăван чĕлхе ĕмĕрлĕхе,
Пин чĕлхерен чи çепĕççи.
Чĕлхе – халăх пуянлăхĕ. Тăван чĕлхене юратман çын çук та пулĕ çĕр çинче. Тăван чĕлхепе пĕлмелли питĕ нумай, ăна ĕмĕр тăршшĕпех вĕренмелле. Пирĕн тăван чĕлхе вăрăм та асамлă кĕпере аса илтерет. Чăваш чĕлхи эрнинче 5-мĕш, 8-мĕш, 9-мĕш классем хушшинче «Тăван чĕлхе, тăван сăмах, сана упратăп чĕремрех!» савăнăçлисемпе тавçăруллисен конкурсĕ иртрĕ. Конкурсра тĕрлĕ ĕçсем: ваттисен сăмахĕсен конкурсĕ, тупмалли юмахсен тĕнчи, «Мĕнле пуян тăван чĕлхе» конкурссем пулчĕç. Ĕçленĕ май ачасем тăван чĕлхе епле пуян та илемлĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç.