Атте-анне тата Экологи çулталăкне халалласа

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури эрни планĕ тăрăх Аттепе анне çулталăкне халалласа 5-мĕш класра «Кил ăшши» уçă урок иртрĕ. Вĕренекенсем хăйсем вуланă хайлавсем тăрăх килте пĕр-пĕрне хисеплесе, килĕштерсе пурăнмалли çинчен, атте-аннене, асатте-асаннене, кукаçи-кукамая юратса хисеплемелли çинчен пĕтĕмлету турĕç. Лариса Назаровна вĕрентекен урока ФПВС ыйтнă пек тĕрлĕ меслетсемпе усă курса ирттерчĕ. Урок пĕтĕмлетĕвне синквейн мелĕпе атте-анне çинчен сăвă çырса турĕç.

Савăн пекех 8-мĕш класра Экологи çулталăкне халалласа пултаруллисемпе тавçăруллисен валли «Илемлĕ манăн тăван тавралăх» вăйă иртрĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен хатĕрленĕ ыйтусемпе вăйăсем ачасене питĕ килĕшрĕç. Вĕсене тăван тавралăха тата та ытларах тĕпчеме, ăна таса тытмалли, упрамалли çинчен йыхравларĕç. Уйрăмах «Чăвашла пĕлетĕн-и?», «Анаграммăсем», «Литература лаççи», «Ваттисен сăмахĕсене йĕркене кĕртĕр» вăйăсем кăсăклă иртрĕç. Сăмăл мар тупăшура хăйĕн пысăк тавра курăмĕпе Иванова Анжела çĕнтерчĕ.