Чăваш чĕлхи эрнине пĕтĕмлетсе ака уйăхĕн 29- мĕшĕнче 7-мĕш класра «И.Я.Яковлев калавĕсене пĕлетĕр-и?» урок-викторина иртрĕ. Вĕренекенсен И.Я.Яковлев çырнă калав сыпăкĕсене, ваттисен сăмахĕсемпе витĕмлĕ сăмах çаврăнăшĕсене хăш хайлавран илнине пĕлмелле пулчĕ. Урокра «Ÿкерчĕклĕ викторина» ирттерни те ачасен кăмăлне кайрĕ. Вĕсем кĕске вăхăтрах 14 калав ятне тупса çырчĕç. Çавăн пекех калавсен тĕп шухăшне палăртрĕç. Тĕслĕхрен, «Чăлха çыхни» калавăн тĕп шухăшĕ: кирек мĕнле ĕçе те пĕлсе, ĕç майне ăнкарса илсе тумалла, çавăн чухне тин вăл ĕçлекене те, халăха та юрăхлă, усăлла пулĕ. Çамрăк ачасене ватă çынсем ăса вĕрентсе каланине итлемеллине, вĕсен канашĕ пурнăçра усăллине «Хĕветĕр» калава вуласа пĕлчĕç. Урок пурне те килĕшрĕ.