Чăваш театрĕ 100 çулта

Чăваш театрĕ 100 çулта

Мухтав сана, Чăваш театрĕ!

Сан кун-çулу кĕрет юрра.

Чăваш çынни сана юратрĕ,

Санра вăл хăй чунне курать.

Петĕр Хусанкай.

Пуçласа чăваш театрĕн чаршавĕ 100 çул каярах уçăлнă. Кам çирĕплетсе калама пултарнă-ши ун чухне, тĕттĕм пÿртсенчен тухнă рабочисемпе хресченсем кив тĕнче юлашкипе алла пăшал тытса кĕрешнĕ кунсенче, чăваш сăмахĕпе юрри-кĕвви, чăваш искусстви чĕрĕлĕ те паянхилле хитрен чечекленĕ тесе? Ĕмĕт пулнă. И.Я.Яковлев, К.В.Иванов, Ф.П.Павлов тата ытти нумай хастар çын васкатнă çав вăхăта, ăна курма суннă. Чăваш литератури урокĕнче 8-мĕш классем театр кун-çулĕпе паллашрĕç. Чăвш театрне И.С.Максимов-Кошкинский пуçарса янине пĕлчĕç.