«Чăваш чĕлхинчи сасăсем» вăйă-урок

Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче 5-мĕш класра «Чăваш чĕлхинчи сасăсем» темăпа вăйă-урок иртрĕ.. Урок шӳтлĕ ыйтуран пуҫланчĕ: «Лашан иккĕ, качакан виҫҫĕ, сурăхăн пачах ҫук. Мĕн вăл?». Ачасене ыйту тӳрех кăсăклантарса яни сисĕнчĕ. Ҫамкисене пĕркелентерсех ыйту хуравне тĕшмĕртме хăтланчĕҫ.

Интереслĕ ĕҫсемпе ыйтусем татах та пулчĕҫ урокра: фонетика викторини, «Алфавита пĕлетĕн – и?», «Пĕр сăмахран – тепĕр сăмах», «Пĕлетĕр – и эсир?» вăйăсем. Урокра ачасем «Сăмах лаҫҫи», «Сыпăк хуш», «Палиндромсем», «Кутăнла вуласан та - сăмах», «Хытă е ҫемҫе?» сăмах вăййисенче те хаваспах пĕр - пĕринпе ăмăртрĕҫ. Ҫапла вăйăсем вылясах уроксенче малтан мĕн вĕреннине аса илчĕҫ, ҫирĕплетсе хăварчĕҫ.Пĕтĕмлетӳ тунă хыҫҫăн Туйманкин Дима чи нумай балл пухни палăрчĕ. «Эпĕ ҫĕнтереймерĕм пулсан та мана урок питĕ килĕшрĕ», - палăртрĕ хăй шухăшне Антон Афанасьев. «Урокра ҫĕнни нумай пулчĕ», - килĕшрĕ унпа Валера Спиридонов.