Тăван çĕр-шывăн ирĕкĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пынă хаяр вăрçă çулĕсем никамăн асĕнчен те тухмаççĕ. Эпир яланах тăнăç пурнăçа сыхласа хăварнă паттăрсен ячĕсене асра тытатпăр. Çĕр-шыва хÿтĕлекенсем шутĕнче чăваш çыравçисем те пулнă, вĕсем паттăрлăха мухтакан сахал мар хайлав çырнă.
8-мĕш класра вĕренекенсем Валентин Урташăн «Пурăнас килет» поэмипе вулав конференцийĕ ирттерчĕç. «Пурăнас килет» поэма – автобиографилле поэма. Паттăрлăх туйăмĕпе, вăйлă тарăхупа, сирми ыратупа витерĕннĕ вăл. Хайлавра чуна çунтаракан вырăнсем сахал мар. Фронтра аманса ĕçе юрăхсăр тăрса юлни те героя çапса хуçаймасть, вăл пурнăçра хăйĕн вырăнне тупатех. Вулав конференцийĕн тĕп шухăшĕ – темле йывăрлăх умĕнче те пуçа усмалла мар, вĕсене çĕнтерсе малалла утмалла, пурнăçра хамăр вырăна тупма пĕлмелле текен шухăш – вĕренекенсен чунĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнчĕ теме пулать