СЕРГЕЙ ЯЛАВИН ЮБИЛЕЙӖ ТӖЛНЕ

2018- мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗнче «Канаш» хаҫат редакцийӗнче тата Чӑваш наукӑпа тӗпчев институтӗнче ӗҫленӗ Сергей Ялавин (Яковлев) прозаик. Журналист, драматург, критик ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитрӗ. Литературӑра вӑл 20-мӗш ӗмӗр варринче ӗҫленӗ, часчасах шӑв-шавлӑ тавлашусем кӑларнӑ. Пурнӑҫӗн юлашки ҫулӗсене нушаллӑ ирттернӗӗҫ вырӑнӗ тупайман, кил-йышӗ выҫӑ ларнӑ. Вырӑссен аслӑ ҫыравҫи Максим Горький патне те пулӑшу ыйтса ҫыру ҫырнӑ Сергей Васильевич. Шел пулин те, тӗрӗслӗх шыраса ҫӳренӗ чухне вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ. Ячӗ нумай ҫуллӑха «манӑҫнисен» шутне лекнӗ, хайлавӗсене пичетлемен, ятне те асӑнман.

Ҫыравҫӑсен литературӑра кашнин хӑйӗн вырӑнӗ пур. С.В.Ялавин вырӑнӗ хӑйне евӗрлӗ, ыттисенчен чылаях расна. Вӑл тӑван халӑхшӑн, тӑван ӳнершӗн хастар кӗрешекен ҫыравҫӑ, тишкерӳҫӗ пулнӑ. Ҫаплах юлӗ те.

11-мӗш класра вӗренекенсем нумаях пулмасть Сергей Ялавин ҫырнӑ «Ҫул ҫинче» хайлавпа паллашрӗҫ. Хайлавра чӗрӗ туйӑмсем урлӑ уйрӑм ҫын трагедине кӑтартнине палӑртрӗҫ . Геройсен сӑнарӗсене калӑпларӗҫ, вӗсен характерӗсем пирки тавлашу та пулчӗ. Хӗр ачасем арҫыннӑн нихӑҫан та хӑй вӑйӗпе мухтанмалла марри , Уртем пек аркатуллӑ вӑйлӑ пуласран асӑханмалли ҫинчен калаҫрӗҫ. Мӗншӗн тесен ҫак вӑй выльӑхлӑха ҫаврӑнма пултарать .

«Ҫул ҫинче» калав – пӗрре вуласа тухса лӑпланмалли йышши мар, ҫӗнӗ шухӑшсемпе ассоциацисем шыраса ун патне вӗҫӗмсӗр таврӑнма пулать. Вӑл паянхи кун та илемлӗх тӗслӗхӗ вырӑнӗнче тӑрать.