«Тăван чĕлхе, тăван сăмах, сана упратăп чĕремрех!»

Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе,

Эс чи пахи, эс –чун уççи.

Тăван чĕлхе ĕмĕрлĕхе,

Пин чĕлхерен чи çепĕççи.

 

 Чĕлхе – халăх пуянлăхĕ. Тăван чĕлхене юратман çын çук та пулĕ çĕр çинче. Тăван чĕлхепе пĕлмелли питĕ нумай, ăна ĕмĕр тăршшĕпех вĕренмелле. Пирĕн тăван чĕлхе вăрăм та асамлă кĕпере аса илтерет. 5-мĕш классем хушшинче «Тăван чĕлхе, тăван сăмах, сана упратăп чĕремрех!» савăнăçлисемпе тавçăруллисен конкурсĕ иртрĕ. Конкурсра тĕрлĕ ĕçсем: ваттисен сăмахĕсен конкурсĕ, тупмалли юмахсен тĕнчи, «Мĕнле пуян тăван чĕлхе» конкурссем пулчĕç. Ĕçленĕ май ачасем тăван чĕлхе епле пуян та илемлĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç.