Чăваш чĕлхи кунне халалланă наукăпа методика семинарĕ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем Наци библиотекине пуçтарăнчĕç. Пушкăрт, Тутар, Чĕмпĕр тăрăхĕнчен килнĕ, хамăр республикăри тĕрлĕ районсенче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем валли «Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмелли тухăçлă технологисем» темăпа наукăпа методика семинарĕ иртрĕ. Çак семинара И.Н. Никифоров ячĕллĕ Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкулти методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Егорова И.М. тата Пăртасри чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Анисимова Л.Н. хутшăнчĕç.

Вĕрентекенсене Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн проректорĕ Светлана Петрова вĕренĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсенчи улшăнусем çинчен каласа пачĕ. Чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертӳçи Анна Егорова шкул практикинче усă курмалли çĕнĕ технологисемпе паллаштарчĕ.

Семинар тухăçлă иртрĕ.