2018 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2018» акци иртрĕ. Унта 20 çын хутшǎнчĕ. Ǎна Чăваш Енре И.Я.Яковлев çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă. Акцин тĕп тĕллевĕ – тĕнчери тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимĕн те çуккине тепĕр хут аса илтересси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси, чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси, чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси.
Диктант текстне паллă чăваш писателĕн Александр Артемьевăн «Чăваш чĕлхи» хайлавĕ тăрăх хатĕрленĕ.
Çак акцие хутшǎнни чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май тупса парать, пĕлÿ шайне тĕрĕслемелли мел пулса тǎрать.
Вĕсене пурне те тав тăватпăр, лайǎх паллǎсем илме ǎнǎçу сунатпǎр!