1993 çулта ООН Ассамблеи йышăнăвĕпе çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери Çемье кунне уявлама палăртнă. Çак куна халалласа 8 класра Пĕтĕм Раççĕй шайĕпе иртекен « Манăн пурнăçри Çемье тата Тăванлăх» темăпа урок иртрĕ. Класс ертÿçи вĕренекенсене çемье пĕлтерĕшĕ пирки, туслă та ырă çемье çитĕнекен ăрушăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каласа пачĕ. Кашни ача хăй çемйи çинчен, ашшĕ-амăшĕ пирки ăшшăн каларĕ.
Ачасене 2025 çулччен Çемье Концепцине çирĕплетни пирки пĕлме кăсăклă пулчĕ. Пётр тата Феврони юрату историне те ачасене итлеме кăмаллă пулчĕ.