Субботникре

Çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче вĕренекенсем уроксем хыççăн киле кайма васкамарĕç. Вĕсем паян хăйсем вĕренекен территорине тирпей-илем кĕртес тесе шутларĕç. Ирĕлнĕ юр айĕнчен тухнă тĕрлĕ çÿп-çапа ачасем миххе тултарса пĕр çĕре пухрĕç..Тăван тавралăх, тăван шкул таса та тирпейлĕ пулни вĕсене питĕ килĕшрĕ. Ачасем хăйсем  тунă ĕçпе питĕ кăмăллă юлчĕç.