ПУЧИНКЕ ШКУЛĔНЧЕ РЕСПУБЛИКА ШАЙĔНЧИ СЕМИНАР ИРТРĔ

Йĕпреç районĕнчи Пучинкери вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен стажер площадки пулса тăчĕ. Çавна май юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче шкулта Вăрнар районĕнчи вĕрентекенсем те пулчĕç. Семинар теми: «Тăван чĕлхепе литература верентĕвĕнчи ФГОСăн çĕнĕ технологийĕсем».

Семинарта Йĕпреç районĕнчи Эйпеç, Пучинке, Чăваш-Тимеш, Çăкалăх шкулĕсенче тата Вăрнар районĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем кăсăклă уçă уроксем пачĕç. Пучинке шкулĕнче 3, 4, 6-11 класĕсенче вĕренкенсемпе вĕрентекенсем Иван Яковлевич Яковлева халалласа «Унăн ячĕ нихăçан та сÿнмĕ» литературăпа музыка композицийĕ лартрĕç. Шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем «Чăвашлăха упрар» ăсталăх урокĕ ирттерчĕç.

Вĕрентекенсем умĕнче Вĕрентÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин преподавателĕ Н.Г. Иванова, районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕ А.А. Игнатьева тухса калаçрĕç.