Нарăсăн 21-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнче тăван чĕлхе кунне паллă турĕ. Ку уява ЮНЕСКО 1999-мĕш çулта иртнĕ 30-мĕш Генераллă канашлăва пĕтĕмлетнĕ май çирĕплетнĕ. 2000-мĕш çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче вара пĕрремĕш хут уявланă. Уява чĕлхесен тата культурăсен нумай енлĕхне упраса хăвармашкăн йĕркеленĕ.
2009-мĕш çулхи пĕтĕмлетÿпе ЮНЕСКО Раççейри 136 чĕлхен пуласлăхĕ япăххине палăртнă, вăл шутра - чăваш чĕлхин те. Чăваш чĕлхине çăласси, ăна аталантарасси – кашни чăвашăн тивĕçĕ. Чăваш ята илнĕ çыннăн хăйĕн чĕлхине май килнĕ таран упраса хăварма тăрăшмалла.