Шкукл ачисен юратнă кĕтесĕ – вулавăш. Ачасем унта тăтăшах çÿреççĕ. Чăваш чĕлхи эрнине халалласа шкулти вулавăш хуçи Уткина Мария Петровна «И.Я.Яковлев – чăвашсене çутта кăлараканĕ» ятпа кĕнекесен куравне йĕркелерĕ. Кунта И.Я.Яковлев, Чĕмпĕр чăваш шкулĕ, чăваш чĕлхи, тăван халăх çинчен çырнă кĕнекесене вырнаçтарса тухнă. Вĕсемпе ачасем кашни тăхтаврах паллашаççĕ. Хальхи вăхăтра Яковлев калавĕсем йăлтах алăра, чылайăшне пуçламăш классем вулама илнĕ.