Чăваш чĕлхи эрни

Йăлана кĕнĕ тăрăх, шкулта кашни çулах Чăваш чĕлхи эрни иртет (кăçал ака уйăхĕн 22-27-мĕш числисенче).

Чăваш чĕлхи эрнине 9-мĕш классем «И.Я. Яковлевчǎваш халǎхне çутта кǎлараканě» хаçат кăларнинчен пуçларĕç. Çавăн пекех 6-мĕш классем И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх викторина ыйтăвĕсене хуравларĕç. 25 балл пухса Романов Иоанн 1-мĕш вырăна тухрĕ, 2- мĕш вырăна -Туйманкин Дима, 22 балл, Грибов Антон 19 балл пухса 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Маттур!