Чĕлхе – халăх пуянлăхĕ. Тăван чĕлхене юратман çын çук та пулĕ çĕр çинче. Тăван чĕлхепе пĕлмелли питĕ нумай, ăна ĕмĕр тăршшĕпех вĕренмелле. Пирĕн тăван чĕлхе вăрăм та асамлă кĕпере аса илтерет. Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 9-мĕш классем хушшинче «Тăван чĕлхе, тăван сăмах, сана упратăп чĕремрех!» савăнăçлисемпе тавçăруллисен конкурсĕ иртрĕ. Конкурсра тĕрлĕ ĕçсем пулчĕç. Ĕçленĕ май ачасем тăван чĕлхе епле пуян та илемлĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Конкурсра 1-мĕш вырăна Аветисян О. (28 балл), 2-мĕш вырăна Рыжова В. (27 балл) тухрĕç, 3-мĕш вырăна Миронова К. тата Егорова К. пайларĕç. Вĕсен иккешĕн те 22,5 балл пулчĕ.