2019 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2019» акци иртрĕ. Унта 22 шкул ачи тата 3 вĕрентекен хутшăнчĕç. Ăна чăваш чĕлхи кунне тата Театр çулталăкне халалланă. Акцин тĕп тĕллевĕ – тĕнчери тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимĕн те çуккине тепĕр хут аса илтересси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси, чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси, чăвашла пĕлекен кашни çынна тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси.
Диктант текстне Владислав Николаевăн хайлавĕ тăрăх хатĕрленĕ. Çак акцие хутшăнни чăвшла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май тупса парать, пĕлÿ шайне тĕрĕслемелли мел пулса тăрать.
Диктант çырма хутшăннă 25 çынтан саккăрăшĕ «5» паллă илнĕ. Вĕсем çаксем: Захарова О.Т., Уткина Л.А., Ермошкина М.Л., Аветисян О., Егорова К., Миронова К., Рыжова В., Никитин А. Вĕсем чăнах та маттурсем!!!