«Вилĕмсĕр полк» строя тăма хатĕрленет

Халăх историйĕнчи чи хаяр, хăрушă вăрçă кĕрлевĕ шăпланнăранпа 2019 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче 74 çул çитет.

Вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă, вăрçă асапне тÿссе ирттернĕ аттесемпе аннесене, асаттесемпе асаннесене асăнса Çĕнтерÿ кунĕнче вĕсен сăнÿкерчĕкĕсене йăтса утасси йăлана кĕрсе пырать. Кăçалхипе 2-мĕш хут йĕркелекен «Вилĕмсĕр полк» акцин тĕп тĕллевĕ — Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнисен паттăрлăхне яланлăх асра хăварасси. Маларах çак уява хаяр вăрçăн тусанлă та юнлă сукмакĕсемпе утса тухнă, вăрçă йỹçĕ çăкăрне ас тивнĕ ветерансем илем кỹретчĕç тата кашнинчех мăнаçлăх туйăмĕ вăрататчĕç...

Шкул ачисем кăна мар, çитĕннисем те хăйсен ашшĕ-амăшĕсен, аслашшĕ-асламăшĕсен сăнÿкерчĕкĕсене йăтса ял урамĕсемпе утса палăк умне çитĕç.

«Аслă ăрури çынсемпе, хамăр тăвансемпе мухтанатпăр, вĕсене асра тытатпăр пулсан «Вилĕмсĕр полк» акцине пурте хутшăнар-ха, айккинче пăхса тăракансем пулса юлар мар».

.