Паян, нарӑс уйӑхӗн 22- мӗшӗнче, 6- мӗш класра "А ну-ка, мальчики" ӑмӑрту иртрӗ. Арҫын ачасем, пулас салтаксем, хӑйсен пӗлӗвӗсене тӗрлӗ конкурсра ҫирӗплетрӗҫ. Кроссворд тултарчӗҫ, вӗҫленмен ваттисен сӑмахӗсене вӗҫлерӗҫ, викторина ыйтӑвӗсене хураларӗҫ, ташласа пачӗҫ тата чылай ӗҫсем пурнӑҫларӗҫ. Юлашкинчен ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ: виҫҫӗшӗ те тӗрлӗ номинацире мала тухрӗҫ. Хӗрачасем уявпа саламларӗҫ, парнесемпе чысларӗҫ. Пурте кӑмӑллӑ юлчӗҫ.