Чӑваш чӗлхи кунӗн уявӗ

Чӑваш чӗлхи кунӗн уявӗ

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ - Аслӑ вӗрентекенӗмӗр, чӑваш ҫырулӑхне пуҫарса янӑ И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кун. Ҫак куна Чӑваш чӗлхи кунӗ тесе уявлаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи пирӗншӗн - чи хакли, чи юратни, чи ҫывӑххи. Кашни ҫыншӑнах ашшӗ- амӑш чӗлхи, тӑван халӑх историйӗ, йӑли-йӗрки, юрри-ташши, юмах-халапӗ хаклӑ. "Халӑхӑн ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук",- тенӗ И.Я.Яковлев. Чӑваш чӗлхи кунне халалласа шкулта уяв иртрӗ. Уява чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Анисимова Л.Н. уҫрӗ, Ефимова Кирӑпа Шашкова Анастасия ертсе пычӗҫ. Шкул ачисем хастар хутшӑнчӗҫ ку уява. Уявра ташӑсем те, юрӑсем те, сӑвӑсем те пулчӗҫ.