Çепĕççĕн, сулмаклăн, Савăккăн, хăватлăн Янăратăн эсĕ ман тăван чĕлхем. Тимĕре тататăн, Чул сăрта вататăн, Сÿннĕ вучахра та эс чĕртен хĕлхем! Савнă ялăмра-и, Шавлă хулара-и Сан сассун йыхравĕ пуçтарать пире. Чӑваш чӗлхи кунӗ, — Чӑваш Енӗн уяв кунӗ. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ. Пурнăçра – пĕр анне .Тăван чĕлхе те пĕрре. Анна упрасси –пирĕн тивĕç. Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл . Чĕлхе чечекленесси пĕтĕмпех пиртен килет. Çапла Пӑртас культура керменĕнче çак куна уявласа, чăваш халӑхне саламлама культура ĕçченĕсемпе пĕчĕк маттурсем васкаççĕ. Çакна "Культура" наци проекчĕ пурнăçлама пулăшать.