Паян "Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2023" акци иртрӗ. Ӑна И.Я.Яковлев аслӑ Вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑранпа 175 ҫул, Раҫҫейре Вӗрентекенпе ӑс паракан ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ. Акцин тӗп тӗллевӗ - чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси. Кӑҫалхи текста Юхма Мишшин "Ҫутлӑх паттӑрӗ" хайлавӗнчен илнӗ. Эпир те акцинчен аякра юлмарӑмӑр. Текста итлесе ҫырма кӑмӑл тӑвакансем ҫирӗм пиллӗкӗн пулчӗҫ. Вӗсенчен вун виҫҫӗшӗ "5" паллӑ илчӗҫ. Вӗсем чӑнахах та маттурсем. Саламлатпӑр!!!