Хурлӑхпа астӑвӑм кунӗ

Хурлӑхпа астӑвӑм кунӗ

Июнӗн 22-мӗшӗ - пирӗн ҫӗршыв историйӗнче хурлӑхлӑ кун. 82 ҫул каялла ҫак кун Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ. Паян эпир вӑрҫӑ нушине тӳснӗ ҫынсем умӗнче пуҫ таятпӑр, вӗсене яланах асра тытатпӑр.